Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар районӗ

Ҫутҫанталӑк

Шупашкар районӗнче паян пӗрисем пӑши асӑрханӑ. Кӗске видео тӑрӑх хакласан, ҫул хӗрринче 3 пӑши пулнӑ. Вӗсем «М-7» федераци ҫулӗ ҫине, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшине, тухнӑ.

Чӗрчунсем автоҫулпа пыракан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен машинин видеорегистраторӗ ҫине лекнӗ. Видеона Инстаграмри «gibdd121» паблика вырнаҫтарнӑ.

«Вӑрмансем патӗнчи ҫулсем ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр. Чӗрчунсем ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку пӑшисене эпир «М-7» ҫул ҫинче, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшинче, асӑрхарӑмӑр. Хӑвӑртлӑха пӑхӑнма лайӑх сӑлтав», – тесе хыпарланӑ пабликра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFEwUelpL9U/
 

Политика

Паян пирӗн республикӑра Чӑваш Ен Элтеперӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсем суйламалли сасӑлав малалла пырать. Пӗрлехи суйлав кунне авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тесе палӑртнӑччӗ. Кӑшӑлвирусран асӑрханас тӗллевпе сасӑлав виҫӗ куна пырать. Суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем ӗнер тата виҫӗмкунах сасӑларӗҫ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава паян кайнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче сасӑланӑ. Олег Алексеевич суйлав участокне мӑшӑрӗпе Наталья Алексеевнӑпа кайнӑ.

Сӑмах май каласан, паян ирхи 10 сехет тӗлне пирӗн республикӑри суйлавҫӑсенчен 40 проценчӗ сасӑланӑ.

 

Республикӑра

Паян, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Республикӑн психиатри пульницин коллективне ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ. Тилхепене Владимир Дубова шаннӑ. Вӑл маларах сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ.

Владимир Дубов 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан асӑннӑ аслӑ шкулӑн ординатуринче ӑс пухнӑ. РФ Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче сывлӑх сыхлас ӗҫри менеджмент енӗпе вӗреннӗ. 2017 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче экономика магистрӗн степеньне илнӗ.

2008-2014 ҫулсенче Владимир Дубов Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ, 2014-2017 ҫулсенче Шупашкар районӗн тӗп врачӗнче, кайран Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫленӗ. Кайран республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, 2018 ҫулти утӑ уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ.

 

Культура

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малашне ҫӗнӗ йышши вулавӑша ҫӳреме тытӑнӗҫ. Унта тӑватӑ зона пӑхса хӑварнӑ: ҫемҫе дивансемпе меллӗ пукансемлӗ вулав залӗ, компьютерсемпе планшетсемлӗ информаци центрӗ, интерактивлӑ оборудованиллӗ тата электрон микроскопӗллӗ интеллект-центр тата курав зони.

Вулавӑшри кӗнеке фондне те пуянлатнӑ. Куҫ начар куракансем валли саспаллисене пысӑклатса кӑтартакан портативлӑ хатӗр тата тифлофлешплеер туяннӑ. Тӗнче тетелне тухас тесен вай-фай ҫыхӑнупа усӑ курма пулать. Кирлӗ хутсене сканерлама тата пичетлеме те майсем пур.

Ҫӗнӗ йышши вулавӑша иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра уҫнӑччӗ.

 

Республикӑра

РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Енре пулнӑ. Вӑл Сӑр оборона чиккине чавма хутшӑннӑ Елена Щербакова патӗнче пулнӑ. Кинемей 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнче пурӑнать.

«Мухтавлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ нумай орденпа медале тивӗҫнӗ, ҫав шутра Аслӑ аттелӗх вӑрҫин орденне те», — пӗлтернӗ Анатолий Аксаков.

«Сывлӑх сунатӑп нумай-нумай пурӑнма!» — вырӑсла поста чӑвашла вӗҫленӗ депутат.

Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх, Анатолий Аксаков кинемее ӑшӑ кӑмӑлтан саламлани курӑнать. Ӑна вӑл ыталаса илнӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи ача пахчине ниепле те хута яраймаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ. Паян ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Министр унта доклад тунӑ.

110 вырӑнлӑх ача пахчине пӗлтӗрех тума пуҫланӑ. Малтанласа ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма шантарнӑ. Кайран ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме пулнӑ. Анчах халӗ тата кирлӗ оборудование кӳрсе килмен иккен. Министр каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗреймесен те пултараҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева кун пек хурав тивӗҫтермен. Вӑл: «Мана татӑклӑ дата кирлӗ», – тесе касса татнӑ. Ача пахчине хута ярасса ашшӗ-амӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтнине аса илтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ.

Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ.

Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ.

Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ.

 

Персона

Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.

Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ.

Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
mkala.mk.ru сайтри сӑн
mkala.mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре экскаватор ҫинче ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑшӑн суд тунӑ. Лешӗ вилнӗ.

Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Улхаш ялӗнче пулнӑ. 47 ҫулти водитель экскаватор-бульдозерпа ӗҫленӗ, каялла кайнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑма асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ.

Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд вӑл унччен айӑпланманнине шута илсе ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Водитель айӑпне йышӑннӑ, вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ.

 

Республикӑра

Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 2 242 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрланакансен шучӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ пулнӑ. Унта апла кӑмӑл тунисем – пурӗ 1 116. Ҫӗнӗ Шупашкарта 253 мӑшӑр пӗрлешме шухӑшланӑ. Шупашкар районӗнче 187 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, Патӑрьел районӗнче – 59 мӑшӑр, Ҫӗрпӳ районӗнче – 53 мӑшӑр.

Уйрӑлакансен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 17,1 процент сахалланнӑ, мӑшӑрланакансен – 25 процент.

Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ҫынсене мӑшӑрланса уйрӑлма та чарчӗҫ. Вӗсене ку утӑма тума утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ирӗк пачӗҫ.

Ашшӗ пулнине ӗнентерекен документа ЗАГС органӗсенче пурӗ 805 хутчен ҫыртарнӑ, вилни ҫинчен – 10310, ята ымшатарни ҫинчен – 187.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, ... 191
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть